2388 | Чӑх чӗрипе ҫӗлене ҫӗнтереймӗн. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2389 | Чӑх шучӗпе каҫ пулмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2390 | Чӑх эрлӗхӗ автан пырса тухиччен. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2391 | Чӑх юрӑҫа тухсан ҫӑмарта кам тӑвӗ? | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2392 | Чӑх яланах пӗрчӗ шырать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2401 | Чӑх-чӗп пулсан кашти те кирлӗ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2393 | Чӑхӑ мӑнтӑрлансан тулла та чавса ҫиет. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2394 | Чӑхӑ пӗр пӗрчӗн сӑхсах пурӑнать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2395 | Чӑхӑ шыв ӗҫет те, шӑмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2353 | Чӑхӑмӑҫ лаша пушӑ ҫиет. | Ут — Лаша |
2354 | Чӑхӑмӑҫ лаша та чиканра йӑрӑ тет. | Ут — Лаша |
2352 | Чӑхӑмӑҫ* лаша мӑнтӑр пулать. | Ут — Лаша |
2355 | Чӑхӑмҫӑ лаша тӑвайккинче пӗлӗнет, ҫыннӑн ӑсӗ ӗҫкӗ ӗҫсен пӗлӗнет. | Ут — Лаша |
2356 | Чӑхӑмҫӑ лашан хӳри айне вут кӗнӗ. | Ут — Лаша |
2357 | Чӑхӑмҫӑ лашана пушӑ та пулӑшман. | Ут — Лаша |
2396 | Чӑхӑн та ҫиелте пулас килет те, кӑмӑл хыҫҫӑн ӗҫ пымасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2397 | Чӑхӑн та ҫилли пур та, пӑхӑнтарма вӑйӗ ҫук. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2398 | Чӑхпа автан пӗртӑван. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2399 | Чӑхха автан муталать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2400 | Чӑххи хӳрине уснӑ чухне ан хуш ҫӗклеме. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2040 | Чее кушак кайӑк тытать, мӑнтӑр кушак пӳртре выртать. | Кушак — Шӑши |
2041 | Чее кушак кайӑка та лектерет. | Кушак — Шӑши |
2042 | Чее кушак тӗлӗкӗнче те шӑши тытать. | Кушак — Шӑши |
2149 | Чее тилӗ ир вӑранать. | Тилӗ |
2150 | Чее тилӗ пулӑ тытать. | Тилӗ |
2151 | Чее тилӗ те сунарҫӑ аллине ҫакланать. | Тилӗ |
2152 | Чее тилӗ те читлӗхе лекет. | Тилӗ |
2153 | Чее тилӗ хӳрипе улталать, чее этем чӗлхипе улталать. | Тилӗ |
2154 | Чее тилӗ чепчене те улталать, чӗкеҫе те улталать. | Тилӗ |
2155 | Чее тилӗпе пӑсара та вӑрманта кун кураҫҫӗ. | Тилӗ |
2156 | Чее тилле хӳри сутать. | Тилӗ |
2157 | Чее тилле хӳри те пулӑшать. | Тилӗ |
2158 | Чее тилле чеелӗхпе тытаҫҫӗ. | Тилӗ |
2159 | Чее тиллӗн йӑви виҫӗ тӗнӗллӗ. | Тилӗ |
2160 | Чее тиллӗн хӑлхисем чан! Тӑраҫҫӗ. | Тилӗ |
2406 | Чеп ютшӑнать ют тесе, ҫын ютшӑнать ҫук тесе. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
1796 | Чӗкӗреллӗ ӗне тӑманлӑ кун пӑрулама тытӑннӑ. | Ӗне |
1941 | Чӗмсӗр йытӑ чӗп тытнӑ. | Йытӑ |
2402 | Чӗп амӑшӗн куҫӗ витӗр: пӗсехе те тултарать, хурчӑка та хураллать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2403 | Чӗп тунсӑхӗ час иртет. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2404 | Чӗп ылханни хурчӑкана ҫитес ҫук. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2405 | Чӗп эрлӗхӗ йӗп тӑршшӗ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2407 | Чӗп яланах чӗп хальлӗн тӑмасть. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2408 | Чӗп ятне те чӗм панӑ. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2409 | Чӗпӗсем хушшинче асси пур. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
1690 | Чӗрчуна хӗрхенекене Турӑ хӗрхенет теҫҫӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
2043 | Шӑши кӑшланӑ ҫимӗҫе ҫисен шӑл тӗрекленет. | Кушак — Шӑши |
2044 | Шӑши курнӑ кушак патшана та пӑхӑнмасть. | Кушак — Шӑши |
2045 | Шӑши пысӑк мар та, шӑлӗ вӑрӑм. | Кушак — Шӑши |
2046 | Шӑши те шӑтӑкра чух хӑйне пысӑка хунӑ тет. | Кушак — Шӑши |